Чăваш тумĕ илем кỹрет

Декабрь вĕçĕнче ача сачĕсенче тата шкулсенче йăлана кĕнĕ Çĕнĕ çул уявĕсем иртеççĕ. Акă, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ çумĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăнра та çĕнĕ çулхи утренник иртрĕ. Ку утренник ыттисенчен хăйне евĕрлĕхĕпе, наци уйрăмлăхĕсене пăхăнса пынипе уйрăлса тăчĕ.

Уяв чăваш халăх юррисемпе, ташшисемпе, сăввисемпе тата юмахĕсемпе пуян пулчĕ. Воспитательсемпе хатĕрленĕ ачасем тăхăннă наци костюмĕсем уйрăмах савăнтарчĕç. Пепкесем наци культурипе йăли-йĕркине пĕлнипе паллаштарчĕç, чăвашсен авалхи тумĕсем еплерех пулнине каласа пачĕç.

Сăмах май, асăннă кĕске вăхăтлăх ушкăн воспитателĕсем уявсенче час-часах Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан ачасен юмахĕсемпе усă кураççĕ. Пичет çурчĕ пуçарнă "Чувашская книга. Юные таланты" конкурса Хырай Ĕнелти кĕске вăхăтлăх ушкăна çỹрекен Виталина Шаринкина та хутшăннă, тивĕçлĕ 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

З.МУДАРИСОВА.